Карягина вулавĕсем

Кивĕ Ахпÿртри тĕп пĕлÿ паракан шкулта  улттăмĕш хут район шайĕнче «Карягина вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кăçалхи çул конкурса литература çулталăкне, К.Иванов çулне халалларăмăр. Сăвă вулавне пилĕк шкултан килнĕ хастар ача хутшăнчĕ. Икĕ ушкăнпа иртрĕ конкурс. 5-7 классем хушшинче пĕрремĕш вырăна 6 класра вĕренекен Юлия Мальцева (Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ) тухма пултарчĕ. 8-9 класра вĕренекенсем хушшинчи çĕнтерÿçĕ – Мулюков Станислав (Тури Туçа шкулĕ, 9 класс). Çавăн пекех Суркова Анжела (Кивĕ Ахпÿрт, 7 класс), Глинкина Ирина (Тури Туçа шкулĕ, 8 класс), Плечова Карина ( Патăрьелĕнчи 1№ вăтам шкул, 5 класс), Галкин Мефодий (Патăрьелĕнчи 1№ вăтам шкул, 6 класс), Журавлева Мария (Патăрьелĕнчи 1№ вăтам шкул, 8 класс), Пазюкова Ландыш (Шăнкăртам шкулĕ, 9 класс) палăрчĕç.

Сăвăç чун-чĕреллĕ ачасене пурне те ĕнентерÿ хучĕсем, çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем тивĕçрĕç. Уява килнĕ хăнасем (Марина Карягина çыравçă, Владимир Алмантай тавра пĕлÿçĕ, Владислав Николаев художник, Владимир Акташ журналист, Юрий Львов фотограф) конкурса хутшăннă ачасене кĕнекесемпе чысларĕç, сăн ÿкерттерчĕç.

Мероприяти литература çулталăкне пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ.