Айхи вулавĕсем

Тĕнчипе паллă сăвă ăсти – Геннадий Айхи – çуралса ÿснĕ ялта, Çĕньялта,  кăçалхипе 10-мĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кашни çулах районти пултаруллă та маттур вĕренекенсем хутшăнаççĕ çак ăмăртăва, çав шутра – пирĕн шкулти хастар ачасем те. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Суркова Анжела «Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем» номинацие хутшăнса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Çав ятпа Анжелăна чунтан саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.