Савăнса кĕтсе илетпĕр,
Аннесен уяв кунне.
Йышăнса илсемĕр, тетпĕр,
Парнине те саламне!
Хĕрарăмсен кунĕ – чи ăшă та çутă уявсенчен пĕри. Çут çанталăк та çĕнĕрен чĕрĕлме пуçлать, чунра та çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. 7 класра вĕренекенсем аннесене, асанне-кукамайсене, аппа-йăмăка, пĕрле вĕренекенсене, вĕрентекенсене саламларĕç, уяв концерчĕ лартса пачĕç. Уяв ячĕпе хаваслă кулă, ырă кăмăл, тулли телей тата çепĕç юрату сунчĕç. Чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсем, паллах, хаклăран та хаклă, юратнă аннесем валли пулчĕç. Залра ларакансем çиччĕмĕшсен кашни номернех тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Концерт курма амăшĕсем килни вара уявăн сĕмне тата ытларах кĕртрĕ. Концерт пурин кăмăлне те кайрĕ.