Юбиляр поэтсене халалласа (Раиса Сарпие – 65 çул, Юхма Мишшие – 80 çул, Юрий Сементере – 75 çул) Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта «Янăра, чăваш сăмахĕ» ятпа сăвă конкурсĕ иртрĕ. Конкурса районти хастар та пултаруллă, чăваш чун-чĕриллĕ, чăвашлăха юратакан вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç. Пирĕн шкулта вĕренекен Суркова Анжела та Р.Сарпи çырнă «Анук аппа» сăвăпа çак уява хутшăнчĕ, 7-8 класра вĕренекенсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.
Анжелăна çак çитĕнÿпе чунтан саламлатпăр. Малашне тата пысăкрах ÿсĕмсем тăвасса шанса тăратпăр.