«Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăха хутшăнса пирĕн шкулта вĕрентекенсем ертсе пынипе час-часах тĕрлĕ мероприяти иртет. Вĕренекенсем хаваспах хутшăнаççĕ çав ăмăрту-тупăшусене.
Кашни çыннăн сывлăхĕ кулленхи пурнăçа мĕнле йĕркелесе пынинчен килет. Çакна 7 класра вĕренекенсем те питĕ лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та тасалăха тытса пырас тесе чунтан тăрăшаççĕ. Класа тусанран тасатса, уçăлтарса тăраççĕ. «Таса мар сывлăша, тусана хамăрах сывлатпăр-çке-ха. Пирĕн никамăн та чирлес килмест. Эпир – пурте сывă пурнăç йĕркишĕн», - теççĕ çиччĕмĕшсем.