Ÿкерчĕксен конкурсĕ

Чăваш чĕлхи эрнин иккĕмĕш кунĕ кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн пулчĕ.  Ĕç çыннин çулталăкне халалласа «Мана килĕшекен ĕç» ятлă ÿкерчĕксен конкурсне хутшăнчĕç 1-4 класра вĕренекенсем. Чи маттуррисем  виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем пулчĕç. Кашни ачан ÿкерчĕкĕ тарăн шухăшлă. Çавăн пекех пуçватмăшсен тупсăмĕсене те тăрăшсах «шĕкĕлчерĕç» пĕчĕк хастарсем. Уйрăмах Оля Рубцовăна (1 класс), Серафим Осипова (1 класс), Данил Никитина (4 класс) палăртса хăвармалла.