Конференци

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Сăкăтри вăтам шкула пуçтарăнчĕç. Чăваш халăх писателĕ Михаил Николаевич Ильин (Юхма) çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа «Юхма Мишши – чăваш халăх кун-çулĕн çыравçи» ятлă ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Конференцире чăвашлăхшăн çунакан вĕрентекенсем, хăнасем тухса калаçрĕç. Ĕçлĕ тĕл пулăва ентешĕмĕр, Юхма Мишши, мăшăрĕ Роза Петровна Шевлепи те хутшăнчĕç. Конференци питĕ тухăçлă иртрĕ.  Паллă çыравçăпа тĕл пулни, ун аллинчен автографлă кĕнеке илме тивĕçлĕ пулни вара темрен те паха.