Сăвă конкурсĕ

Акан 18-25 числисенче шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Кăçалхи çул мероприятие ĕç çыннин çулталăкне халаллас терĕмĕр. Эрнен пĕрремĕш кунĕ сăвă вулакансен конкурсĕнчен пуçланчĕ. 5-9 класра вĕренекен маттур ачасем хутшăнчĕç унта. Тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Çапах та жюри членĕсем 7 класра вĕренекен Анжела Суркова пурин кăмăлне те тыткăнланине палăртрĕç. Пĕр шухăшлă пулса пĕрремĕш вырăна Анжелăна парас терĕç. Иккĕмĕш вырăнта Мария Егоровăпа (9 класс) Юлия Мальцева (6 класс). Виççĕмĕш вырăна вара Анастасия Никитина (9 класс), Анита Пыркина (7 класс), Юлия Мякина (6 класс) пайларĕç. Конкурса хутшăннă ачасене пурне те тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр.