«Çăлтăр сехет»

6-7 класра  вĕренекенсем хушшинче «Çăлтăрлă сехет» (савăнăçлисемпе тавçăруллисен ăмăртăвĕ) иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем валли тĕрлĕ ыйту пулчĕ: ĕлĕкхи чăваш хĕр арăмĕн çи-пуçĕсене ÿкерчĕк тăрăх тĕрĕс пĕлесси, И.Я.Яковлев хайлавĕсен ячĕсене тупса палăртасси, Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ тата ĕçленĕ çыравçăсем, пĕр сăмахри сас паллисене вырăнĕпе улăштарса кам ытларах сăмах тупаять тата ытти те. Ăмăрту темиçе турпа иртрĕ. Кашни туртах конкурссантсем ытларах çăлтăр илме тăрăшрĕç. Çапах та çăлтăр илейменнисем вăйăран тухса  пычĕç. Финала Пыркина Анитăпа (7 класс) Плешкова Мария (6 класс) юлчĕç. «Çăлтăрлă сехет» çĕнтерÿçĕ ята вара Анита Пыркина илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Курса ларакансем те пĕр-пĕринпе ăмăртрĕç. Чи нумай жетон пуçтаракансем – Мария Егорова, Анастасия Никитина. Конкурса хутшăнакансем те, курса ларакансем те чылай çĕнĕ япала пĕлчĕç.