Уроксем хыççăн 7-9 класра вĕренекенсем библиотекăна пуçтарăнчĕç. Чăваш чĕлхи эрнин программинчи тепĕр мероприяти – вулав конференцийĕ.Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табаковăпа ялти библиотекарь Антонина Иссаковна Капитонова йĕркелесе ертсе пынипе вĕренекенсем çамрăксен хаçатĕнче пичетленсе тухнă «Таврăнтăм, анне!» статьяпа паллашрĕç, сÿтсе яврĕç. Статьяра чăн пулнине çырса кăтартнă. Алевтина Дмитриева (хаçат корреспонденчĕ) Чечен вăрçине хутшăннă Гриша ятлă паттăр салтак çинчен унăн амăшĕнчен, Тарук аппаран ыйтса пĕлсе çырнă хаçатри йĕркесене. 9 класра вĕренекен Анастасия Никитина хайлавăн содержанийĕпе паллаштарчĕ. Вулав конференцине хутшăннă кашни ачах хăй шухăшне палăртма пултарчĕ. Уйрăмах Мария Егорова (9 класс), Стелла Курицына (8 класс), Мария Митрофанова (8 класс), Анастасия Артемьева (8 класс) тухса калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ.
Вăрçăра çеç мар, мирлĕ пурнăçра та паттăрла, ырă ĕçсем тума пулнине палăртрĕç.