5-9 класра вĕренекенсем «Аса ил те хуравла» ятпа иртекен викторинăра тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç: «Эсир юмахсене пĕлетĕр-и?», «Тупмалли юмахсене пĕлетĕр-и?», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр», «Пуç ватмăш тупсăмĕсене пĕлĕр». Викторина хуравĕсене ытларах хуравласа паракансем – çиччĕмĕшсем. Уйрăмах Анита Пыркинăпа Татьяна Кошкинăна палăртмалла. Пуç ватмăшсене «шĕкĕлчекенсем» вара чылайăн пулчĕç. Çапах та Анжела Суркова, Анита Пыркина, Лариса Федорова – виççĕшĕ те 7класра вĕренеççĕ – хăйсен ĕçĕсенче хуравсене туллин çутатма пултарайнă. Классем тăрăх илес пулсан, 1 тата 7 классем – чи маттуррисем.