Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акци иртрĕ. Ăна чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен тата ЧР вĕренÿ институчĕсем, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, «Хыпар» Издательство çурчĕ, Чăваш наци телекуравĕпе радио йĕркеленĕ. Диктант текстне Александр Артемьев çырнă хайлавăн сыпăкне суйласа илнĕ. Текст ячĕ – «Çăкăр хакĕ». Сăмах май, маларахри çулсенче диктант хайлавĕсен авторĕсем Юрий Сементер, Марина Карягина, Леонид Маяксем пулнăччĕ.
Пирĕн шкулти 6-9 класс вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016» акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Диктанта ачасем шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова вуланине итлесе ятарлă бланксем çине çырчĕç.