Шкулта вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех вĕрентекенсем ертсе пынипе тĕрлĕ предметпа кружоксем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Çамрăк литератор». Унта 5 тата 7 класра вĕренекенсем çÿреççĕ. Марина Ильинична ертсе пынипе кружока çÿрекенсем кĕçĕн класра вĕренекенсем валли сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалли çинчен «Сывлăх вăрттăнлăхĕсем» инсценировка, яланах тĕрĕссине çеç калама вĕрентекен «Тĕрĕс тунă» сценка лартса пачĕç. Куракансем те, сцена ăстисем те мероприятипе кăмăллă юлчĕç.