Тăван çĕршыв ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă хаяр вăрçă тăватă çул кĕрленĕ. Тĕнче историйĕшĕн тăватă çул пĕчĕк самант кăна. Этемлĕх историйĕшĕн вара – нихçан та асран тухман вăхăт. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа кăçал 71 çул çитет. Çавна май пур çĕрте те тĕрлĕ мероприяти иртет, вĕсенчен пĕри – «Асăну Çурти» акци. Пирĕн шкулта та вĕрентекенсем, класс ертÿçисем ертсе пынипе класс сехечĕсем, калаçусем йĕркеленеççĕ. 7 класра вĕренекенсем класс ертÿçипе пĕрле ял библиотекине пуçтарăнчĕç. Антонина Иссаковна библиотекарь йĕркеленĕ «Вăрçă çинчен вула» ятлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă салтаксен паттăрлăхĕ çинчен каласа панине те тимлĕ итлерĕç çиччĕмĕшсем. Анжела Суркова П.Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкне чуна витермелле каласа пачĕ. Марина Ильинична чăваш çĕрĕнчен, районтан, Туçа ял тăрăхĕнчен, Кивĕ Ахпÿрпе Козловка, Пăлакасси ялĕсенсен миçе çын вăрçа тухса кайнипе, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн миçе çын пуçĕсене хунипе паллаштарчĕ. 1418 талăка пынă вăрçăра мĕн чухлĕ ял, хулапа поселок арканнине пĕлме те кăсăклă пулчĕ вĕренекенсене. Çавăн пекех вăрçă çинчен калакан видеофильма та куççульленмесĕр пăхса лараймарĕç мероприятие хутшăнакансем. Юлашкинчен пурте пĕрле вилнисне асăнса Асăну Çурти çутрĕç.