Кашни çулах, вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче, класс ертÿçисем тăрăшнипе шкул ачисем тĕрлĕ экскурсире, походра пулаççĕ. Хальхинче вара 5-8 класра вĕренекенсем Белкова Р.В., Шайкина И.Н., Табакова М.И. вĕрентекенсем ертсе пынипе Чĕмпĕр (Ульяновск) хулине çул çÿреве тухрĕç. Экскурсин пĕрремĕш чарăнăвĕ – аэропортран инçех мар (Баратаевка) вырнаçнă авиаци музейĕ. Экскурсовод каласа панине ачасем тимлĕ итлерĕç. Çавна май музей çĕршывра чи пысăк авиаци музейĕ пулнине (пурĕ 9 пине яхăн экспонат), унчченхи Ту-114 самолетăн виçĕ экземплярĕ çеç сыхланса юлнине, Ту-95 самолет ятарласа Н.С.Хрущева турттарнине (хальхи вăхăтра икĕ экземпляртан пĕри çеç юлнă) пĕлчĕç. Ту-116 самолет ăшне кĕрсе пăхни вара – ачасен чи кĕтнĕ саманчĕ.
Çул çÿрев маршручĕ Аквапаркалла тăсăлчĕ. Ачасем икĕ сехет хушши тĕрлĕ çĕрте ярăнса киленчĕс, шывра ишсе савăнчĕç.
Юлашкинчен экскурси ушкăнĕ Александровски паркра пулчĕ, унăн илемĕпе паллашрĕ.
Экскурси пурин кăмăлне те кайрĕ. Çав вăхăтрах усăллă та вĕрентÿллĕ пулчĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче Чĕмпĕр хулине тепĕр хут кайма калаçса татăлчĕç вĕренекенсем.