Хаваслă вăйăсем

«Светофорик» лагере çÿрекен 23 ача кун иртнине те сисмест, мĕншĕн тесен кашни кун усăллă та тухăçлă иртет. Воспитательсем йĕркелесе, ертсе пынипе ачасем тĕрлĕ вăйă выляма вĕренесçĕ, ăмăртусенче тупăшаççĕ. Мария Анатольевнăпа  Марина Ильинична воспитательсем лагерĕн черетлĕ кунне викторинăна халалларĕç. «Çул-йĕр правилисем» ятлă викторинăра Данил Антипов, Кирилл Трофимов, Артем Каргин, Алексей Федоров чи маттуррисем пулчĕç. «Юмахсене пĕлетĕр-и?» викторинăра вара Диана Каргина, Алена Мякина, Анастасия Антипова, Кирилл Мальцев палăрчĕç.

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери юлташсен кунĕ. Çавна май «Закат» тата «Восход» отрядсем тĕрлĕ конкурсра ăмăртрĕç, юлташсем çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Ăмăрту туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле юрăсем юрларĕç.

Мероприяти пурне те килĕшрĕ, мĕншĕн тесен çĕнни, пĕлмелли, асра тытмалли, тĕлĕнмелли, кăсăкли чылай пулчĕ.