Кĕнеке!
Эс пире вĕрентекен,
Пысăк ăс парнелекен,
Ĕçлемешкĕн чĕнекен
Кĕнеке!
5 класра вĕренекенсем тăван чĕлхе урокĕнче калаçу-диспут йĕркине тĕпе хурса «Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ» темăпа диспут ирттерчĕç. Кĕнеке – пире вĕрентекен, кирлĕ канаш, ăс паракан чи шанчăклă та çывăх юлташ пулни пирки чылай калаçрĕç вĕренекенсем урокра. Диспут-урокра ачасем ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, сăвă çаврăмĕсемпе паллашрĕç, сÿтсе яврĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç. Кашни ачах хăйĕн шухăшне калама пултарчĕ. Вĕрентекен кĕнеке историйĕпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ.
Урокра пиллĕкмĕшсем çĕнни нумай пĕлчĕç, хăйсен пĕлĕвне аса илсе çирĕплетрĕç.