Пирус – этемлĕхĕн чи хăрушă та тискер тăшманĕсенчен пĕри. Ун серепине лекекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пыни, вĕсен хушшинче çамрăксем, хĕрсем йышлă пулни уйрăмах пăшăрхантарать. Пирĕн республикăра пурăнакансен 40 проценчĕ çак наркăмăша ăша илет.
Районта «Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пынă май пирĕн шкулта та, ытти шкулсенчи пекех, класс ертÿçисем, вĕрентекенсем ертсе пынипе тĕрлĕ калаçу, мероприяти иртет. Акă саккăрмĕш класра та «Пирус этемшĕн вĕри çĕлен» ятпа класс сехечĕ иртрĕ. Класс ертÿçи тăтăш пируспа иртĕхекен çын хăй сывлăхне пĕтерни, ĕмĕрне кĕскетни, туртакан çын ыттисенчен вăтамран сакăр çул сахалрах пурăнни пирки каласа ăнлантарчĕ. Çавăн пекех саккăрмĕшсем статистика, пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕсемпе паллашрĕç.
Юлашкинчен класс сехетне çакăн пек пĕтĕмлетÿпе вĕçлерĕç: «Панă сывлăха упрама вĕренесчĕ».