Пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене чăваш чĕлхипе литературине тĕпчеме хавхалантарас, çав енĕпе аталанма, профессилле çул-йĕрне суйлама пулăшас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ 8-11-мĕш классем хушшинче «Сенкер инçет» олимпиада ирттерме палăртнă. Ăмăртăва хутшăнакансен хăйсен пĕлĕвне çак предметсемпе кăтартма май пур: 1) чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсем), 2) чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсем). Олимпиада икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрĕ (куçăн мар) чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртрĕ. Пирĕн шкултан Медведев Д., Пыркина А., Суркова А., Трофимов К. (8 класс), Арланов А., Артемьева А., Курицына С., Трофимов П., Чанга В.
(9 класс) хутшăнма кăмăл турĕç. Ăмăртăва хутшăннă ачасене пурне те саламлатпăр. Иккĕмĕш (куçăн) тапхăра хутшăнма тивĕçлĕ пуласса шанса тăратпăр.