Кашни çыннăнах пур енчен те йĕркеллĕ, ырă кăмăл-сипетлĕ, пуян чун-чĕреллĕ, ĕçчен те ăслă-тăнлă пулмалла. Ырă чунлă пулни, сăпайлă калаçни, сапăр тыткалани те çыннăн ят-сумне çĕклет. Чыса, тивĕçе, сипете çĕнсе илсен вара вĕсене çухатмалла мар.
Шăпах çак темăна хускатрĕç те ĕнтĕ улттăмĕш класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче. Марина Ильинична вĕрентекенпе пĕрле ачасем чун илемĕ çинчен калакан ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене, чăваш тата вырăс çыравçисен хайлавĕсене аса илчĕç, В.Элпи çырнă «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калава сÿтсе яврĕç, И.Я.Яковлевăн «Халалĕнчи» пилпе паллашрĕç.
«Чунпа илемлĕ пулмалла»,- тесе вĕçлерĕç урока улттăмĕшсем.