Çыннăн чун хавалĕ çĕкленнĕ самантра сăвă çырăнать, вуланать – поэзи тĕнчи вăранать.
Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Марина Федоровна Карягина. Çыравçа, тележурналиста сума суса Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем «Марина Карягина вулавĕсем» конкурса пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе саккăрмĕш хут иртет çак конкурс. Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ Елена Петровна Чекушкина (Елен Нарпи), хамăр ентеш, паллă сăвăç Альбина Юрату.
Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Хăнасене хÿхĕм хĕр ачасемпе сатур ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Мероприятие чыслă лару-тăрура шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Ильинична Табакова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ Алексей Алексеевич Логунов саламларĕ, шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ. Районти вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Софроновна Перепелкина уява вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем чăтăмсăррăн кĕтнине, конкурса хаваспах хутшăннине каларĕ. Марина Федоровна тăван шкулта ирттернĕ çулсене аса илчĕ. Уява пухăннисем поэтессăн биографийĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене видео пăхса киленчĕç, Сергей Васильевич Сурков музыкант хатĕрленĕ ачасен концертне курса савăнчĕç.
Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Конкурсра вун ултă шкултан пухăннă хĕрĕх ытла ача тупăшрĕ. Кĕçĕннисем хушшинчи çĕнтерÿçĕ – Кивĕ Ахпÿрт шкулĕнче 4 класра вĕренекен Анастасия Антипова. 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Пурте чĕререн, питĕ хавхаланса каларĕç, пĕри тепринчен маттур, хастар. Çĕнтерÿçĕ ята вара икĕ ача тивĕçме пултарчĕ: Карина Кошкина (6 класс, Патăрьелĕнчи 2№ вăтам шкул), Мефодий Галкин (7 класс, Патăрьелĕнчи 1№ вăтам шкул). 8-9 класра вĕренекенсенчен чи маттурри Туçари вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Валерия Николаева пулчĕ.
Хутшăнакансене пурне те ĕнентерÿ хучĕсемпе, çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе, уява килнĕ çыравçăсем хăйсен кĕнекисемпе чысларĕç. Конкурса хутшăнакан кашни ачах çыравçăран автограф илме пултарчĕ.