Ĕçре чыслă çын хисепе тивĕçлĕ

Этем хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, тавçăрулăхĕпе çут тĕнче хуçи пулса тăнă. Чăваш халăхĕн маттур ывăлĕсемпе хĕрĕсем литература сăнарĕсем пулса тăни чăваш çынни паттăр пулнине палăртать, хисепе тивĕçлине пĕлтерет.

Шăпах çакăн пек пултаруллă çынсем çинчен калаçрĕç те ĕнтĕ 5 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче «Вăйли çук та этемрен..» пая вĕреннĕ май. Марина Ильинична вĕрентекен Иван Яковлевич Яковлев, Андриян Григорьевич Николаев пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, вĕсен паттăрлăхĕ пирки каласа пачĕ. Пиллĕкмĕшсемшĕн презентаци пăхни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн ачалăхĕ çинчен    тĕплĕнрех  Т.Петĕрккин «Çутталла» инсценировкине вуласа пĕлчĕç.