Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ паллă

Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ раштав уйăхĕнче «Ĕç çынна илем кÿрет» ятлă сочиненисен конкурсне ирттерчĕ. Пирĕн шкулта вĕренекен Анастасия Артемьева та хăйĕн ĕçне конкурса тăратрĕ  (конкурса 10-11 класра вĕренекенсем, студентсем хутшăнчĕç). Пĕтĕмлетÿ паллă. Комисси членĕсем пурĕ 96 ĕç пăхса тухнă. Настя призерсен йышĕнче пулаймарĕ пулин те эпир ăна саламлатпăр, малашнехи конкурссенче çитĕнÿ сунатпăр.