Хусанкай çуралнăранпа – 110 çул

Чăваш литературин çăлтăрĕ, чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай (Петр Петрович Казанков) çуралнăранпа кăрлачăн 22-мĕшĕнче 110 çул (1907-1970) çитет. Çавна май чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 7 класра вĕренекенсене паллă çыравçăн пурнăçĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕ. Антонина Иссаковна Капитонова библиотекарь Петр Петровичăн кĕнекисен, çырнисен пуххин куравĕпе паллаштарчĕ. Юлия Мальцева Петĕр Хусанкайăн «Таня» поэма сыпăкне, Юлия Мякина «Сăмах хăвачĕ» сăввине пăхмасăр каласа пачĕç. Пурте пĕрле презентаци пăхни те питĕ вырăнлă пулчĕ.