Шашка турнирĕ

8 класра воспитани планĕ тăрăх черетлĕ мероприяти – шашка турнирĕ – иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче Лариса Федоровăна çитекенни пулмарĕ. Анита Пыркинăпа Ангелина Петрукова та ăста выляма пултарнине кăтартрĕç. Ар çын ачасенчен Артем Капитоновпа Кирилл Трофимова шашка ăсталăхне аван алла илнине палăртмалла. Данил Антипова вара класри ачасенчен нихăшĕ те парăнтараймарĕ. Сăмах май, Данил кашни çулах шкул чысне районта пулса иртекен шашка-шахмат турнирĕнче хÿтĕлет. Кăçал та вăл тăрăшнипех пирĕн шкул команди асăннă ăмăртусенче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ.