Айхи вулавĕсем

Тĕнчипе паллă сăвă ăсти – Геннадий Айхи – çуралса ÿснĕ ялта, Çĕньялта,  кăçалхипе 11-мĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кашни çулах районти пултаруллă та маттур вĕренекенсем хутшăнаççĕ çак ăмăртăва, çав шутра – пирĕн шкулти хастар ачасем те. Саккăрмĕш класра вĕренекен Анжела Сурковăпа тăваттăмĕш класра вĕренекен Анастасия Антипова «Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем» номинацие хутшăнчĕç. Настя виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, Анжела сертификатлă пулчĕ. Çав ятпа çамрăк сăвăçсене чунтан саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Уявра сумлă хăнасем те пулчĕç: Геннадий Николаевичăн мăшăрĕ Галина Борисовна, Атнер Петрович Хусанкай тĕпчевçĕ, Надежда Аркадьевна Сильвестрова литература сотрудникĕ, Сергей Бирюков сăвăç, Сергей Журавлев фотограф.