Поэт – халăхпа пĕрле

Паллă сăвăç, писатель, куçаруçă, кулăш ăсти, поэт-юрăç, журналист, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Петр Алексеевич Тихонов-Ялкир çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Çавна май 5 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенпе пĕрле ял библиотекинче пулчĕç. Антонина Капитонова библиотекарь йĕркеленĕ «Поэтхалăхпа пĕрле» ятлă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç ачасем. Вĕрентекенпе пĕрле  пиллĕкмĕшсем «Канăçа çухатнă сăвăç»  калаçу ирттерчĕç. Марина Ильинична Петĕр Ялкирăн пурнăçĕпе пултарулăхне каласа пачĕ; çыравçăн пĕрремĕш сăввипе, литературăри псевдонимĕпе паллаштарчĕ. Юлашкинчен Алена Мякина, Алексей Федоров, Майя Острякова поэтăмăрăн сăввисене вуласа пачĕç.