5 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче «Çут çанталăк тупра – эс ăна упра!» текен пая вĕренме пуçларĕç. Çавна май вĕрентекенпе ачасем çут çанталăк çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вăл сывлăх, пурнăç, шанчăк пулни пирки калаçрĕç; çут çанталăка упрама, унăн илемне курма, ăна юратма, упрама, унпа савăнпа пĕлмеллине асăнчĕç; хамăр тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшмаллине çирĕплетрĕç. Çавăн пекех ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, кăçалхи çул Раççейре экологи çулталăкĕ пулнине те палăртса хăварчĕç.
«Тăван тавралăх яланах илемĕпе тыткăнлатăр тесен ăна пулăшмалла, тирпей-илем хăй тĕллĕн килмест, уншăн пирĕн пурин те вăй хумалла», - тесе вĕçлерĕç урока пиллĕкмĕшсем.