Районта 6-8 класра вĕренекен ачасем хушшинче республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртрĕ («Çăлтăрчăк» тата «Шевле» номинацисем). «Çăлтăрчăк» номинаци пилĕк станцирен тăчĕ: «Чĕлхе – халăх мулĕ» - тăван чĕлхепе çыхăннă ыйтусемпе ĕçсем, «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» - экологи çулталăкне халалланă ыйтусем, «Тăван кил – атте-анне ăшши» - Аттепе Аннене халалланă ыйтусемпе ĕçсем, «Илемлĕх тĕнчи» - чăваш литературин классикĕсен тата юбилярсен хайлавĕсене илемлĕ вуласси, «Пирĕн пултарулăх» - ачасен пултарулăх тупăшăвĕ: юрă юрлани, ташă ташлани. Шкул чысне 8 класра вĕренекен Анжела Суркова хÿтĕлерĕ. Тĕрлĕ енлĕ ăмăртса, пур станцие те ăнăçлă парăнтарса чăваш программипе вĕренекенсем хушшинче Анжела малти вырăна тухма пултарчĕ. Пысăк çитĕнÿ тунă ятпа Анжелăна чунтан саламлатпăр. Малашне те малтисен ретĕнче çеç пулма сĕнетпĕр.