Вулав конференцийĕ
Уроксем хыççăн 7-8 класра вĕренекенсем библиотекăна пуçтарăнчĕç. Чăваш чĕлхи эрнин программинчи пĕрремĕш мероприяти – вулав конференцийĕ. Ку мероприятие кăçал республикăра Аттепе Анне çулĕ пулнине шута илсе йĕркеленĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табаковăпа ялти библиотекарь Антонина Иссаковна Капитонова йĕркелесе ертсе пынипе вĕренекенсем Геннадий Никандрович Волковăн «Ăслă ача», «Аçу-аннÿ яланах хисепре пултăр», «Ватта сума суман хăй те ырă курман» хайлавĕсемпе паллашрĕç, сÿтсе яврĕç. Вулав конференцине хутшăннă ачасем хăйсен шухăшĕсене палăртма пултарчĕç. Уйрăмах 8 класра вĕренекен Анжела Суркова тухса калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ. Хайлавсене тишкернĕ май атте-анне çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене, сăвă-юрăсене аса илчĕç. Библиотекарь йĕркеленĕ «Чи хитре чĕлхе» кĕнеке куравĕпе те паллашрĕç конференцие хутшăннисем, çитес вăхăтрах çав кĕнекесенчи хайлавсене вуласа тухма шантарчĕç. Вĕрентекен хатĕрленĕ «Родители» видео пăхса вĕренекенсем хăйсен ашшĕ-амăшне тата ытларах хисеплемеллине ăнланса илчĕç. Мероприяти Антонина Иссаковна «Спят ли мамы», Марина Ильинична «Тавах, анне, çуратнăшăн» сăвăсем вуланипе вĕçленчĕ.