Чăваш Енре Аттепе Анне çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадио компанийĕ, Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Диктант тексчĕ – Геннадий Никандрович Волковăн «Ăслă ача» хайлавĕ. Сăмах май, маларахри çулсенче диктант хайлавĕсен авторĕсем Юрий Сементер, Марина Карягина, Леонид Маяксем… пулнăччĕ.
Пирĕн шкулти 5-9 класс вĕренекенĕсем те «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Диктанта ачасем шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова вуланине итлесе ятарлă бланксем çине çырчĕç. Акцие пурĕ 38 ача хутшăнчĕ.