«Аса ил те хуравла»

5-9 класра вĕренекенсем  «Аса ил те хуравла» ятпа иртекен викторинăра тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç: «Эсир юмахсене пĕлетĕр-и?», «Тупмалли юмахсене пĕлетĕр-и?», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр», «Пуç ватмăш тупсăмĕсене пĕлĕр», «Цифрограммăна тупăр», «Рифмăллă йĕркесене вĕçлĕр»... Викторина ыйтăвĕсене ытларах хуравласа паракансем – пиллĕкмĕшсемпе саккăрмĕшсем. Уйрăмах 8 класра вĕренекен Анжела Сурковăпа Татьяна Кошкинăна палăртмалла. Пуç ватмăшсене «шĕкĕлчекенсем» вара чылайăн пулчĕç. Çапах та Анжела Суркова, Алексей Самарин, Алексей Федоров хăйсен ĕçĕсенче хуравсене туллин çутатма пултарайнă.