Библиотекăри урок

5 класра вĕренекенсем  тăван литература урокĕнче «Тискер вăрçă ан пултăр нихăçан» пая вĕренме пуçлаççĕ. Çак пысăк тема чăваш чĕлхи эрни вăхăчĕпе пĕр килнĕ май урока библиотекăра ирттерме палăртрĕç. Чăн малтанах Марина Ильинична вĕрентекен ачасене «Кĕрлерĕ вăрçă» видео кăтартрĕ. Ун хыççăн кашни вĕренекенех хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Антонина Иссаковна библиотекарь хатĕрленĕ «Вĕсем вăрçă çинчен чăвашла çырнă» кĕнеке куравĕпе паллашма та питĕ кăсăклă пулчĕ  вĕренекенсене. Урокра вăрçă çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç пиллĕкмĕшсем.  Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнине те пĕлчĕç. Халăхпа пĕрле чăваш çыравçисем те тăшмана хирĕç кар тăрса çапăçнине пĕлме те ачасене питĕ  кăсăклă пулчĕ. Кĕнекери «Юнлă çырла» хайлавпа (Н.Мартынов çырнă)  паллашрĕç. Урок вĕрентекен Юрий Сементерĕн «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» сăвва вуланипе вĕçленчĕ.

Библиотекăри урок пиллĕкмĕшсемшĕн усăллă та тухăçлă пулчĕ.