Сцена ăстисем

Пирĕн шкулта чылай кружок ĕçлет. Çав шутра    «Çамрăк литератор» та.  Чăваш чĕлхипе литература эрнине пĕтĕмлетсе, чăваш чĕлхи кунне халалласа кружок членĕсем вĕренекенсем валли «Буратино çăлтăр çине вĕçет» сценка лартса пачĕç. Ачасем  шанса панă рольсене  тăрăшса вылярĕç, сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытма пултарчĕç. Курса ларакансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарни те «артистсене» вăй-хăват парса тăчĕ. Юлашкинчен Раиса Всеволодовна вĕрентекен пурин ячĕпе те ачасене тав турĕ, малашне çĕнĕрен те çĕнĕ рольсем калăплама ыйтса каларĕ.