Тĕл пулу саманчĕ
Учительсен кунĕ ячĕпе шкулта вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Савăнăçлă уява салам сăмахĕсемпе шкул директорĕ Логунов А.А. уçрĕ, çирĕп сывлăх, ырă пурнăç сунчĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем йыхрава хапăл туса йышăнни палăрчĕ. Çавра сĕтел хушшинче тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем хăйсем ĕçленĕ вăхăта аса илчĕç, çамрăксене сĕнÿсем пачĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç.