Пирус – этемлĕхĕн чи хăрушă та тискер тăшманĕсенчен пĕри. Шел пулин те, ун серепине лекекенсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать, çав шутра пирĕн республикăра та. Статистика кăтартăвĕсем, паллах, шухăша яраççĕ. Раççейри шкул ачисен 30-35 проценчĕ сигаретпа туслашма ĕлкĕрнĕ иккен, Чăваш Енре вара 18 çул тултарман çамрăксенчен 15 проценчĕ туртать. Çавна май 9 класра вĕренекенсем класс ертÿçипе «Çук! – теме вĕрен. – Пирус этемшĕн вĕри çĕлен» ятпа калаçу ирттерчĕç. Класс ертÿçи вĕренекенсене тăтăш пируспа иртĕхекен хăй сывлăхне пĕтерни, ĕмĕрне кĕскетни, туртакан çын ыттисенчен вăтамран 8 çул сахалрах пурăнни пирки ăнлантарса пачĕ. Çав шутра çемье бюджетĕнчи мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ сывлăша тухса кайни пирки те асăнса хăварчĕ. Калаçу вăхăтĕнче тăххăрмĕшсем пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕсемпе те паллашрĕç. «Турă панă сывлăха упрама вĕренесчĕ, хамăр хыççăн сывă ăру хăварасчĕ»,- тесе вĕçлерĕç калаçăва вĕренекенсем.