Буклетсен конкурсĕ

Районта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пынă май вĕрентекенсем, класс ертÿçисем  тăрăшнипе шкулта тĕрлĕ мероприяти иртет. Çав акцие хутшăнса 9 класра вĕренекенсем «Спорт! Çамрăклăх! Сывлăх!» ятлă буклетсен конкурсне йĕркелерĕç. Буклетсене пăхса тухнă хыççăн чи лайăх ĕçсем Анита Пыркинăпа Даниил Медведевăн тесе палăртрĕç. Тăххăрмĕшсем çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсене районта иртекен конкурса тăратма калаçса татăлчĕç.