Сывă пурнăçа пăхăнар!

«Эрех – кăра та чарусăр, ăна кăмăллакан ăссăр», - текен ваттисен сăмахĕпе пуçланчĕ тăван литература урокĕ 7 класра. Марфа Трубина çырнă «Хăнаран» хайлава сÿтсе яврĕç ачасем М.И.Табакова вĕрентекенпе пĕрле. «Эрех сиенĕ пирки эпĕ мĕн шутлатăп», «эрех-сăра мĕн тăвать» тата ытти ыйтусене тишкерчĕç урокра вĕренекенсем. Кашни ачах хăй шухăшне пĕлтерме пултарчĕ. Вĕрентекен «Тухтăр асăрхаттарăвĕсем» ятлă слайдсемпе паллаштарчĕ. «Эпир – сывă пурнăç йĕркишĕн», -тесе вĕçлерĕç урока çиччĕмĕшсем.