Мĕн вăй çитнĕ таран çынна ырă тăвăр тесе вĕрентнĕ ĕлĕкех хăйсен ачисене чăвашсем. Эпир çакă çутă тĕнчере пĕрре кăна пурăнатпăр. Ăна пирĕн чыслă пурăнса ирттермелле.
Кашниех çĕр çине таса чунпа çуралать. Ÿссен вăл мĕнлерех пуласси ача чухнех палăрать. Апла пулсан ÿсекен ăрăвăн мĕн пĕчĕкрен ырă енне туртăнма тăрăшмалла. Çынсен хушшинче хисеплĕ пулма ăнтăлмалла. Çакăн çинчен калаçрĕç те ĕнтĕ 6 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче «Ырă тума васкăр» темăпа паллашнă май.
«Ырă çынра – пуласлăх, çĕнĕ кун. Ырă усала яланах çĕнтернĕ. Апла пулсан, атьăр-ха пĕр-пĕрне хисеплесе те юратса пурăнар. Кун пек пурнăçăмăр та хитререх пулĕ», тесе вĕçлерĕç урока улттăмăшсем.