Этем хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăс-хакăлĕпе, тавçăрулăхĕпе çут тĕнче хуçи пулса тăнă. Чăваш халăхĕн маттур ывăлĕсемпе хĕрĕсем литература сăнарĕсем пулса тăни чăваш çынни паттăр пулнине палăртать, хисепе тивĕçлине пĕлтерет.
Шăпах çакăн пек пултаруллă çынсем çинчен калаçрĕç те ĕнтĕ 5 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче «Вăйли çук та этемрен..» пая вĕреннĕ май. Марина Ильинична вĕрентекенпе пĕрле ачасем Иван Яковлевич Яковлевăн, Андриян Григорьевич Николаевăн, Василий Иванович Чапаевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллашрĕç, вĕсен паттăрла ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Пиллĕкмĕшсемшĕн презентаци пăхни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн ачалăхĕ çинчен тĕплĕнрех Т.Петĕрккин «Çутталла» инсценировкине вуласа пĕлчĕç.