Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа пирĕн районта пулнă, унпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ҫула тухнă. Михаил Игнатьев Ыхраҫырми ялĕнче ҫĕнĕ пысăк Культура керменне, Тăрăн ялĕнче выльăх-чĕрлĕх самăртассипе тимлекен ҫĕнĕ комплекса торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.
Ун хыççăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула ҫитсе курнă, тĕпрен йĕркеленекен строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă.
Шкул директорĕ Алексей Логунов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе ҫак ҫуртра 59 ача вĕреннине каланă. Шкул ҫумĕнче ача сачĕ пуррине, вĕсене кулленех 37 шăпăрлан виҫĕ ялтан ҫӳренине асăннă. Республика Пуҫлăхĕ шкулта ĕҫлекенсемпе курнăҫнă, малашне тата та пысăкрах ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă.