Йĕлтĕр йĕрĕ -2018

Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту – сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен чи юратнă спорт мероприятийĕ пулса тăчĕ. «Йĕлтĕр йĕрĕ – 2018» пирĕн шкулта та иртрĕ. Спорта юратакан кашни ача, вĕрентекен йĕлтĕр çине тăчĕ. Çав кунах шкул ачисемпе вĕрентекенсем Туçа ял тăрăхĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнчĕç. Л.Федорова, А.Федоров, Е.Кошкин, А.Арланов, Э.Козлов вĕренекенсем хăйсен маттурлăхне кăтартрĕç. А.А.Логунов шкул директорĕ, И.Н.Петровăпа И.Н.Шайкина вĕрентекенсем малти вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç, М.И.Табакова виççĕмĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракан кашни çын хăйне валли çулталăклăх вăй-хăват пуçтарчĕ.