Айхи вулавĕсем
Тĕнчипе паллă сăвă ăсти – Геннадий Айхи – çуралса ÿснĕ ялта, Çĕньялта, кăçалхипе 12-мĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кашни çулах районти пултаруллă та маттур вĕренекенсем хутшăнаççĕ çак ăмăртăва, çав шутра – пирĕн шкулти хастар ачасем те. Пиллĕкмĕш класра вĕренекен Аэлита Логуновăпа виççĕмĕш класра вĕренекен Арина Каргина «Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем» номинацире тупăшрĕç. Арина хăйсен ÿсĕмĕнчи ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, Аэлита вара 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче чи маттурри пулчĕ – çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Çав ятпа çамрăк сăвăçсене чунтан саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.