«Шăхаль Çăлтăрĕ» сăвă конкурсĕ

Паллă поэтесса, драматург, проза ăсти, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕпе хисепленекен премийĕн лауреачĕ, тĕрĕк халăхĕсен поэзийĕн Нежип Фазыл ячĕпе хисепленекен Пĕтĕм тĕнчери премийĕн лауреачĕ – Раиса Сарпи – ячĕпе Патăрьелĕнчи Çăкăр музейĕнче «Шăхаль Çăлтăрĕ»  сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса районти шкулсенчен çĕр ытла ача хутшăнма кăмăл турĕ.   

 Пирĕн шкулти вĕренекенсем те ăмăртура тупăшса лайăх результатсем кăтартма пултарчĕç: Мальцева Влада (1 класс) – II вырăн, Салмин Димитрий (2 класс) – II вырăн, Титова Дарья (3 класс) – I вырăн, Логунова Аэлита (5 класс) – II вырăн, Суркова Анжела (9 класс) – I вырăн. Çапах та Раиса Васильевнăран автографлă кĕнеке илни, унпа сăн ÿкерттерни темрен те паха.

Çитĕнÿ тунă ятпа вĕренекенсемпе вĕсен вĕрентекенĕсене чунтан саламлатпăр. Малашне тата та маттур пуласса шансах тăратпăр.