Чӑваш кунĕн уявĕ

И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халаласа садикре уяв ирттертĕмĕр. Уявра чӑвашла сӑвӑсен конкурсĕ пулчĕ. Ачасем унта хаваспах хутшӑнчĕҫ. Тата пирĕн уявра илемлĕ чӑваш юррисем, илĕртӳллĕ ташӑсем пурин кӑмӑлне те ҫĕклерĕҫ.
Чӑваш чĕлхи уявĕ аслисене те, ачасене те килĕшрĕ.