Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,
Шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать хавассăн, уççăн чăвашла.
«Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн» ятпа уçăлчĕ чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕрремĕш кунĕ. Ăна кăçалхи çул ырă ĕç тăвакансен çулталăкне тата И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Ильинична Табакова чăваш çырулăхĕн тата наци шкулĕн йĕркелÿçин пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн 5-7 класра вĕренекен маттур та пултаруллă ачасем сăвă вуласа ăмăртрĕç. Тÿресене çĕнтеруçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Çапах та пĕрремĕш вырăна Аэлита Логунова çĕнсе илчĕ; иккĕмĕш вырăнта – Алексей Федоров; виççĕмĕш вырăна вара Юлия Плешкова йышăнма пултарчĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче шкулти кашни вĕренекен Ирина Геннадьевна Козлова ял библитекарĕ хатĕрленĕ чăваш кĕнекисен, И.Яковлев халалĕпе тата калавĕсен куравĕпе паллашма пултарчĕ.