Марафона хутшăнса

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă, йывăр шăпаллă ачасене пулăшас шутпа районта кашни çулах «Ачалăх ячĕпе. Ачалăхшăн» марафон иртет. Пирĕн шкул коллективĕ те çак марафонран айккинче тăрса юлмасть. Кăçал та май пур таран ятарлă счет çине укçа куçарса пачĕ.