Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ. Диктант текстне Александр Артемьев çырнисенчен суйласа илнĕ. Текст ячĕ – «Тăван чĕлхе». Сăмах май, маларахри çулсенче диктант хайлавĕсен авторĕсем Юрий Сементер, Марина Карягина, Леонид Маяксем, Александр Артемьев пулнăччĕ.
Пирĕн шкулти 5-9 класс вĕренекенĕсем те Пĕтĕм халăх диктантне хутшăнма кăмăл турĕç. Диктанта ачасем шкулти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен вуланине итлесе ятарлă бланксем çине çырчĕç.