Чăваш чĕлхи эрнин программинчи черетлĕ мероприяти – 5-7 класра вĕренекенсен «Аса ил те хуравла» ятпа иртекен викторина. «Эсир юмахсене пĕлетĕр-и?», «Тупмалли юмахсене пĕлетĕр-и?», «Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр», «Пуç ватмăш тупсăмĕсене пĕлĕр», «Цифрограммăна тупăр», «Рифмăллă йĕркесене вĕçлĕр»... Викторина ыйтăвĕсене хуравлас çĕрте чи маттуррисем çаксем пулчĕç: Самарин Алексей, Мякина Алена, Логунова Аэлита, Быкова Милана. «Ытарлăх ыйтăвĕсем» тупăшура вара Васильева Кристинăна çитекенни пулмарĕ.