Ĕç вырăнĕсенче çыннăн чирлеслĕхне, инкек пулассине чакарас тесе Пĕтĕм тĕнчери Ĕç организацийĕ кашни çулах акан 28-мĕшĕнче Ĕç сыхлавĕн кунне ирттерет.
Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери Ĕç сыхлав кунĕ «Охрана труда: молодые работники особенно уязвимы» ятпа иртет. Çакна çамрăксем тĕрлĕ професси илнĕ хыççăн ĕçе вырнаçнă май е ачалăхран аслă çул çине тухнă чухне инкек-синкек ан пултăр, хăйсен шухăшне уççăнах калама пултарччăр тесе ирттереççĕ. Пирĕн шкулта та 9 класран вĕренсе тухакансемпе тата тин çеç шкула ĕçлеме килекен çамрăксемпе калаçу иртет. Шкулта чылай çул хушши ĕçлекенем çамрăксене яланах пулăшма хатĕр. Кăçалхи çул, Ĕç сыхлавĕн çулĕ пулнă май, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçтешсемпе тĕл пулусем, çамрăксемпе уроксем ирттерме палăртнă.